Среда, 14 октября, 2026
Главная > Новости > «Шелепи пурнăçĕпе пултарулăхĕ»

«Шелепи пурнăçĕпе пултарулăхĕ»

Кашни халăхăн наукăпа культурăра, литературăпа искусствăра çутă йĕр хăварнă ывăл-хĕрĕсем пур. Вĕсем халăх телейĕшĕн тăрăшса ĕçленипе чапа тухнă. Чăваш халăхĕн çакăн пек паллă çыннисенчен пĕри вăл – халăх поэчĕ Николай Иванович Полоруссов-Шелепи – çу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ҫуралнӑранпа 145 ҫул ҫитет. Ҫак кун тӗлне тӗп библиотекӑра «Шелепи пурнăçĕпе пултарулăхĕ» кӗнеке куравӗ йĕркеленӗ. Унта вулакансен умне поэт пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен çырнă кӗнекесем, ҫавӑн пекех Н. Шелепи хайлавӗсем тӑратнӑ.

Николай Ивановичшăн пĕтĕм пурнăç поэзи пулнă. Вăл халăх сăмахлăхĕпе кăсăкланнă, çакă унăн пултарулăхĕнче тарăн йĕр хăварнă. Поэт халăх юмах-халапне, сăвви-юррине нумай пухнă, тĕпченĕ, вĕсенчен вĕренсе пынă, халăхăн авалхи пурнăçĕ çинчен легендăсем пĕлнĕ. Унăн пурнăçĕпе пултарулăхĕ вăл – пирĕн литературăн чĕрĕ историйĕ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *