Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Новости > Нарӑсӑн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ.

Нарӑсӑн 21-мӗшӗ – Пӗтӗм тӗнчери тӑван чӗлхе кунӗ.

Çак кун – чӗлхесен тӗрлӗлӗхне, вӗсене сыхласа хӑварассине тата хӳтӗлессине, ҫавӑн пекех сахалланса пыракан чӗлхесене хисепленине халалланӑ кун.

Уява ЮНЕСКО 1999 ҫулта ҫухалас хӑрушлӑхра тӑракан чӗлхесене сыхласа хӑварас ыйтусене тимлӗх уйӑрас, ҫавӑн пекех тӑван чӗлхене вӗренме тата хисеплеме хавхалантарас тӗллевпе йӗркеленӗ. Тӑван чӗлхе кунӗнчи акцисем ҫухалакан чӗлхесене хӳтӗлеме тата тытса тӑма, ҫавӑн пекех пур чӗлхене те хӑйне евӗрлӗ те пӗр тан йышӑнма тӗллев лартнӑ.

Тӗнчере пӗтӗмӗшле илсен 6 пине яхӑн тӗрлӗ чӗлхе тесе палӑртаҫҫӗ тӗпчевҫӗсем. Раççей – нумай нациллĕ патшалăх. Чӑваш Енре 128 наци представителĕ пурӑнать. Пирӗн тӑван чӗлхе – чӑваш чӗлхи. Ӑна упрасси – пирӗн тивӗҫ. Ытти чĕлхесене те пĕлмелле, анчах та тăван чĕлхене манмалла мар, упрамалла.

Тăван чĕлхе – халăхăн пуянлăхĕ, халăх историйĕн тĕкĕрĕ. Чĕлхе пĕтсен – халăх пĕтет. Тăван чĕлхене упраса-сыхласа хăварасси, ăна малалла аталантарасси – çав чĕлхепе калаçакан кашни çыннăн тивĕçĕ те яваплăхĕ пулса тăмалла. Тăван сăмах вăл ламран лама куçса пырсан çеç, тин çуралнă пепкешĕн тăван сасă пулса тĕвĕленсен çеç малалла аталанать. Апла пулсан, тăван чĕлхене çĕклесси, вăй-хăват кĕртесси такамран мар, хамăртанах килет.

Тӑван чӗлхепе юратса калаҫар! Тӑван чӗлхене упраса хӑварар!

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *