Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Новости > Талантлă тĕпчевçĕ, тишкерÿçĕ, куçаруçă

Талантлă тĕпчевçĕ, тишкерÿçĕ, куçаруçă

Юрий Михайлович Артемьев, паян, кăрлачăн 30–мĕшĕнче, 85 ҫул тултарать. Вăл паллӑ критик, литературовед, филологи наукисен докторӗ, профессор, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ.

Елчӗкри тӗп библиотекӑра çак ятпа «Ӗмӗрӗпех вӗренме ҫуралнӑ эпӗ» кĕнеке куравĕ йӗркеленӗ. Кунта Юрий Артемьев çырнӑ кĕнекесене, статьясене вулама пулать.

Юрий Михайлович литературӑпа культура ыйтӑвӗсемпе 10 ытла кӗнеке тата учебник, виççĕре яхăн ӑслӑлӑх, литература критики, публицистика ӗҫӗсен авторӗ шутланать.

Филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, Юрий Артемьев профессор хӑйӗн пӗлӗвӗпе опытне вӗренекенсене, пулас вӗрентекенсене парса пырать. Филологи специальноҫӗсемпе диссертаци канашӗн пайташӗ пулнӑ май квалификациллӗ ӑсчахсене хатӗрлеме хутшӑнать.

Вулавӑша ҫӳрекенсем кӗнеке куравӗпе паллашма тата кӑсӑкли нумай пӗлме пултараҫҫӗ

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *