Вторник, 13 октября, 2026
Главная > Новости > «Пӗр тымартан»

«Пӗр тымартан»

Ҫирӗклӗ Шӑхальӗнчи вулавӑшра Валерий Алексеевич Краснов (Ирӗк Килтӗш) художникпа тӗлпулу сехечӗ иртрӗ. Валерий Краснов тӗрлӗ енлӗ пултарулӑхпа палӑрать: тĕрлĕ жанрпа картинӑсем ӳкерет- пейзаж, портрет, натюрморт, истори теми. Нумай фигурăран тăракан пысăк полотносенчен пуçласа пĕчĕкки таранах. Чылайӑшĕ хăй çуралса уснĕ ялпа, тăрăхпа, унăн çыннисемпе çыхăннă. Ӳкернисĕр пуçне юрă тĕнчипе те кăсăкланать. Тĕрлĕ жанрпа юрăсем хайлать. Чăваш халăх юррисене пуçтарса ялти авалхи вăййа йĕркелесе пырать. Мероприяти иртнӗ май Валерий Алексеевич картинӑсемпе паллаштарчӗ. Гитара каласа юрлани, хӑй ҫырнӑ юптарусене вулани пухӑннисемшӗн кӑмӑллӑ парне пулчӗ. Тӗлпулу ӑшӑ, туслӑ лару-тӑрура иртрӗ, унта кӑмӑллӑ атмосфера хуҫаланчӗ. Юлашкинчен художник хӑй пултарулӑхӗпе кӑсӑкланнӑшӑн пухӑннисене тав турӗ.
Паянхи тӗлпулура шкул ачисем, хисеплӗ хӑнасем тата культура ӗҫченӗсем пулчӗҫ.
Краснов Валерий Алексеевич 1969 ҫулхи пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхальте йышлӑ ҫемьере ҫуралнӑ. Мӗн ачаран вӑл ӳкерме, пӗр-пӗр япала ӑсталама юратнӑ. Унӑн ашшӗ ҫутҫанталӑк илемне ҫивӗч туякан ҫын пулнӑ. Ҫавӑнпа та вӑл ӳкерес ӑсталӑха чӑн малтанах ашшӗнчен вӗреннӗ. Вăтам шкул хыççăн Йошкар-Олари художество училищинче, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн художествăпа графика факультетĕнче вĕреннĕ.
Аслă пĕлӳллĕ ӳнерçӗ малтан художник-оформитель пулса тăрăшать. Чăваш патшалăх драма театрĕнче ĕçлекен Н. Максимовпа, сăрă маçтăрĕпе, çывăх туслашать. Аслă юлташĕ художник-оформительте ĕçлеме сĕннине пăхмасăр, Валерий хăйĕн малашлăхне ӳнер профессине халаллать. Яла таврăнса картинăсем ӳкерес ĕçе пуçĕпех парăнать вăл.
Валерий Краснов регионти тата тĕнче шайĕнчи куравсене хутшăннă. Унăн «Пӗр тымартан» ĕçĕсен выставкине Шупашкарти Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче, халăх творчествин çуртĕнче, Атăл тăрăхĕнчи ытти хуласенче йĕркеленĕ.
«Пӗр тымартан» юбилей курав экспозицине нумай фигурӑллӑ историллӗ-тематикӑллӑ документлӑ халӑх темипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем кӗреҫҫӗ. Художниксем сайра усӑ куракан чӑваш халӑх йӑли-йӗркипе сюжетсен темисем унӑн хӑй курни-илтнинчен, асаилӗвӗсенчен, тӑван халахӑн иртсе пыракан хаклӑхӗсенчен тухаҫҫӗ. Ӳнерҫӗн тӗп темисем – чӑваш халӑхӗн пурнӑҫӗ, тӑван ҫӗр, унӑн тӗрлӗ енлӗ илемӗ. Хӑйӗн ӗҫӗнче вӑл тӑван ҫӗре мухтать, сума сӑвать, унӑн хӑйне евӗрлӗхне палӑртать, ытти ӳнерҫӗсем тӗкӗнмен чӑваш культурин хускатман сийне ҫӳле ҫӗклет. Ҫавӑнпах ӗнтӗ вӑл хӑйне валли Ирӗк Килтӗш хушма ят суйласа илнӗ. Ирӗк Килтӗш — 400 ҫул каялла Ҫирӗклӗ Шӑхаль (Кильдюшево) ялне пуҫарса янӑ ҫыннӑн ячӗ.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *