Вторник, 16 декабря, 2025
Главная > Новости > Мухтанатӑп санпа,Тӑван чӗлхем

Мухтанатӑп санпа,Тӑван чӗлхем

Тӑван чӗлхем! Таса хӗлхем-
Парсам пӑлхавлӑ чунӑма.
Пар чӑнлӑх, савӑнӑҫ, илем,
Пар ирӗк ҫутӑрах ҫунма.
                      Митта Ваҫлейӗ

Çак куна эпир чăваш халăхне ҫутта кăларакан Иван Яковлевич Яковлева халалласа паллă тăватпăр.
Иван Яковлевич Яковлев 1848 çулхи ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи Пăва уесĕнчи Кăнна Кушки ялĕнче хресченĕн çемйинче çуралнă. Ҫуралсан виҫҫĕмĕш куннех ашшĕ-амăшĕсĕр юлнăскере çав ялтах пурăнакан вырăс хресченĕн Пахомовăн çемйи усрава илнĕ. Ячĕпе хушаматне пулас педагог хăйĕн хреснашшĕнчен йышăннă.

Хӑвӑлҫырма ялӗнчи вулавӑшра чӑваш чӗлхине халалланӑ «Мухтанатӑп санпа,Тӑван чӗлхем! » ятлӑ краеведени сехечӗ иртрӗ. Зинаида Михеева библиотекарь вулавҫӑсене Иван Яковлевич пурнӑҫӗпе пултарулӑхӗ ҫинчен каласа пачӗ. Краеведени сехетне хутшӑннӑ вулавҫӑсем чӑвашла юрларӗҫ, сӑвӑсем каларӗҫ, чӗлхен илемӗ ҫинчен калаҫрӗҫ.

Чӗлхе сывӑ чухне халӑх пӗтмест. Ҫакна тивӗҫтерме эпир хамӑр чӗлхене типтерлӗн упраса аталантарса пырас енӗпе тӑтӑшах тата тимлӗн тӑрӑшмалла.

Добавить комментарий

Добавляя комментарий, Вы принимате условия Политики конфиденциальности и даете своё согласие МАУК “ЦБС Яльчикского района” на обработку своей персональной информации. Обязательные поля помечены *